Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑвашла этикеткӑн тӗслӗхӗ Чӑваш Республикинчи «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ ҫӗнӗ пуҫарупа тухнӑ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем йыхрав ҫырӑвӗсене вырӑсла салатнӑ вӑхӑтра вӗсем пысӑк предприятисене хӑйсен этикеткисене вырӑсла ҫырнисӗр пуҫне чӑвашла та хушма сӗннӗ. «Ирӗклӗх» хастарӗсем этикеткӑсемпе упаковкӑри информацие чӑвашла хушма сӗннӗ — составне, калӑпӑшне, кӑларнӑ куна, юрӑхлӑх тапхӑрне, упрамалли условине, усӑ курмалли майсене тата ытти информацие. Малтанласа ҫырӑва ҫӑмӑл тата апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн предприятисене ярса панӑ. Вӗсен йышне республика шайӗнче кӑна мар, тулашра та палӑраканнисем кӗртнӗ — «АККонд» акционерсен обществи, «Букет Чувашии» сӑра вӗретекен фирма, «ЮРМА» агрохолдинг, макаронпа кондитер таварӗ кӑларакан «Вавилон» фирма, Шупашкар аш-какай комбиначӗ, «Кӗрӗк» АХО, «Кайсаров и ОВАС» ҫӗвӗ хапрӑкӗ тата ыттисем. Хӑйӗн ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» чӑвашла ҫырни Раҫҫей Федерацийӗн тата республикӑн хальхи саккунӗсене пӑсманнине палӑртнӑ. ГОСТсем (сӑмахран, 51074-2003) те ҫакна хирӗҫ маррине те кӑтартнӑ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Республика кунӗ умӗн, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн Мӑн канашӗ черетлӗ лару ирттерме палӑртать. Унта пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухмалла — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккун епле пурнӑҫланса пынине тишкерни; ЧНК Президиумӗ туса ирттернӗ ӗҫсене пӑхса тухни тата ЧНК Президиумӗн йышне улшӑнусем кӗртессине. Мӑн Канаш пайташӗсене пухнӑ май ЧНК вӗсене ҫыру валеҫсе панӑ. Пирӗн алла лекнӗ копине ӗненес пулсан ӑна вӗсем вырӑсла хатӗрленӗ. Ларура чӑваш чӗлхи пирки калаҫма планланине шута илсен тӑван чӗлхешӗн чӑннипе ҫунакан ҫынсем ҫакна ӑнланма пултарайманни пирки пӗлтерчӗҫ. Общество организацийӗн адресне вырӑсла тата акӑлчанла ҫеҫ ҫырса чӑвашла варианта кӗртменнине асӑрхакансем те пулчӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Нумай пулмасть Пил Тымарлан Раҫҫей Федерацийӗн Пенчи фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнчен хурав илнӗ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх ҫырӑва ун патне почта урлӑ мар, ятарласа чӑвашла пӗлекен курьер тытса ҫитернӗ. Аса илтеретпӗр, чӑваш чӗлхишӗн ҫунакан паллӑ чӑваш хастарӗ пенси страхлав хутне илейменнишӗн пӑшӑрханса хӑйӗн евитне Пенси фондне иртнӗ уйӑхра ярса панӑччӗ. Мӗншӗн халӗ те ҫак документа илейменнин сӑлтавӗ — Пил Тымарлан халӗ те СССР вӑхӑтӗнчи паспортпа ҫӳренинче. Раҫҫей паспортне вӑл унта пӗр чӑваш сӑмахӗ те ҫуккишӗн илме килӗшмест. Пенси фончӗн вырӑнти уйрӑмӗ панӑ хуравра пенси страхлав хучӗ мӗн тума кирлине ӑнлантарса панӑ, мӗншӗн ӑна вырӑсла кӑна хатӗрленине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхипе республикӑсенчи вырӑнти чӗлхесен статусӗ пирки те ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ. Хуравӑн тулли тексчӗпе аяларах вырнаҫнӑ ӳкерчӗксене паллашма пулать. Апла-и, капла-и, ҫавах та Пил Тымарлана пенси страхлав хучӗ патне пыма чӗннӗ. Хӑйӗнпе пӗрле гражданин кам пулнине ҫирӗплетекен документа илсе пыма сӗннӗ. Вӗсен шутне ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство та кӗнине шута илсен — ӑна икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ-ҫке — Пил Тымарланӑн пенси страхлав хучӗллӗ пулса тӑма шанчӑк пурах. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Алтай чӗлхисен анлӑшӗ Чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта) кӑк алтай чӗлхине тӗпчеме йӗркеленӗ тӗнче шайӗнчи ушкӑна кӗнӗ. Eurasia3angle (Еврази виҫкӗтеслӗхӗ) тӗпчевҫӗсен никама пӑхӑнман ушкӑнӗ кӑк алтай чӗлхи мӗнле сарӑлнине тата мӗнле пулса кайнине тишкерӗ. Унта тӗрлӗ ҫӗршыври чӗлхеҫӗсем, археологсем тата генетиксем кӗнӗ. Ушкӑн Германири Йена хулинче тӗпленсе ӗҫлӗ, Сантӑр Савкилта унта тухса кайнӑ та ӗнтӗ. «Виҫӗ дисциплина меслечӗпе усӑ курса эпир кӑк алтай вырӑна тупма шутлатпӑр, алтай чӗлхисен йышне кӗрекен халӑхсем континент тӑрӑх мӗнле сарӑлнине ӳкерме тӗв тунӑ», — пӗлтерчӗ пире Александр Савельев. Чӑваш тӗпчевҫи тӗрӗк чӗлхисен пайӗшӗн яваплӑ пулӗ. Вӑл икӗ енпе ӗҫлӗ. Пӗри — тӗрӗк чӗлхинчи ял хуҫалӑх терминологийӗне тӗпчессипе ҫыхӑнӗ. Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх тӗрӗксем куҫса ҫӳренӗ сӑлтавсене ял хуҫалӑх аталанӑвӗнче сӑнама пулать. Ку ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кайрах кӗнекен пичетлесе кӑларасшӑн. Александр ӗҫӗн иккӗмӗш тӗпчев енӗ — филогенетика. Ӑнланмалла каласан — биологсем чӗрӗ организмсене классификациленӗ чухне усӑ куракан компьютер меслечӗсемпе тӗрӗк чӗлхисене тӗпчесси. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Ларура Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Чӑваш чӗлхе комиссийӗн ҫумкомиссийӗн — Чӑваш чӗлхин орфографи комиссийӗн — черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна ҫак ҫумкомиссийӗн председателӗ Петр Яковлев ертсе пычӗ. «Манӑн тӗллев — уйрӑм ҫырассин тата пӗрле ҫырассин ытлашши идиоатизмӗнчен хӑтарасси», — терӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Ытларахӑшне ҫырлахтаракан правилӑсем йышӑнма сӗнчӗ. Пухӑннӑ йыш ҫирӗп йышӑну турӗ. Ӗҫ ушкӑнӗ тунӑ ӗҫе комисси тӗпрен илсен пӗр саслӑн йышӑнчӗ, кун ячӗсене пӗрле ҫырассипе Юрий Виноградов ҫеҫ килӗшмерӗ. Тӗпрен илсен ӗҫ ушкӑнӗ ҫапларах ҫӗнӗлӗхсем кӗртме йышӑнчӗ: - ҫӑлтӑрпа палӑртнисене пӗтермелле; - «ӑ», «ӗ» тухса ӳксен пӗрле ҫырмалла: т-хрен, «ҫӑлкуҫ» — пӗрле; «ҫӑл куҫӗ» — уйрӑм; - кун ячӗсене, горизонт енӗн ячӗсене тата пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ ҫын ячӗсене (арҫын, хӗрача, арҫури) пӗрле ҫырмалла; ытти иккӗлентерекен сӑмахсене орфографи словарӗпе тӗрӗслемелле; - рим цифри хыҫҫӑн аффикс хушмалла мар (ку пункта хальхи орфографире сиктерсе хӑварнӑ пулнӑ); - ҫак глагол майлашӑвӗсене пӗрле ҫырмалла: кӗлту, пуҫҫап, сӑхсӑх, чупту (ытти иккӗлентерекен тӗслӗхсене орфографи словарӗпе тӗрӗслемелле); - хӑй пӗлтерӗшлӗ сӑмахпа пулӑшу пӗлтерӗшлӗ сӑмах ҫумне сӑмах улӑштаракан аффикс хушӑнсан уйрӑм ҫырмалла (эсӗ ялта иккенне хальтерех илтрӗм); сӑмах тӑвакан аффикс хушӑнсан пӗрле ҫырмалла (пӗрпеклӗх, тасамарлӑх, тӗрӗсмарлӑх). |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Пӗтӗм чӑваш диктантӗнче «пиллӗк» паллӑ илнисене чысларӗҫ. Сертификатсемпе тата дипломсемпе пухӑннисене институт ӗҫченӗ Александр Кузнецов тата акцин сӑн-сӑпачӗ Ольга Элиме тивӗҫтерчӗҫ. Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ кашни ҫул Чӑваш чӗлхин кунӗнче иртет. Кӑҫал унта 6374 хутшӑннӑ, вӗсенчен «пиллӗк» паллӑлӑх 1708 ҫын ҫырнӑ. Диктантра Александр Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» хавлавӗнчи текстпа усӑ курнӑччӗ. Мероприятие пынисене пурне те сертификатпа тата кӗнекепе чысларӗҫ. Юрий Виноградовпа Егорова Анна Семёновна диктант ҫырма хутшӑннӑ пур ҫынна та тав турӗҫ. Акцие ытларах ахаль явӑҫтарма сӗнчӗҫ, ку акци шайне хӑпартма пултарнине каларӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш наци телекуравӗ тата «Хавал» общество организацийӗ ача-пӑча валли ҫӗнӗ проект хута янӑ. «Чӑвашла вӗренетпӗр — Учим чувашский» ят панӑскере «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) лингвистика шкулӗн чӑваш чӗлхи тата акӑлчан чӗлхи преподавателӗ Марина Андреева хутшӑннӑ. Унпа пӗрле — Шупашкарти вӑтам шкулта пуҫламӑш классенче пӗлӳ пухакан шӑпӑрлансем. Чӑваш чӗлхин телеурокӗ ачасемшӗн ансат тесе ӗнентереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине вӗренме пӗчӗккисем кӑна мар, аслисем те пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ телепроектӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ пуҫласа эфира ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Хавал» страницӑра пӑхма май пур. Ыран кӑларӑмӑн черетлӗ урокне ӳкерме палӑртнӑ. Унта епле сывлӑх сунмаллине тата епле сывпуллашмаллине вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Юсанмалли пӗрремӗш колонири вулав конференцийӗ Юсанмалли пӗрремӗш колонире те Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ мероприятисем ирттернӗ. Унти вӗренӳпе консультаци пунктӗнче чӑваш чӗлхин кунӗсем ячӗпе йӗркеленӗ вунӑкунлӑха хутшӑнса вулав конференцийӗ пухнӑ. Мероприятие тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева халалланӑ. Конференцие маларах асӑннӑ вӗренӳпе консультаци пункчӗн ертӳҫи Вячеслав Васильев, Сергей Дмитриев, Юрий Николаев преподавательсем тата колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Махотин йӗркеленӗ. Мероприятие тематика ярӑмӗсем ҫине пайланӑ. Колонире айӑплава ирттерекенсене Иван Яковлев пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Конференцие 16 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем тӑван чӗлхепе кӑсӑклансах паллашнине, ӑна вӗренес кӑмӑллине палӑртнине ӗнентереҫҫӗ мероприяти пирки хыпарланӑ май Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Муркаш районӗнчи Ярапайкассинчи вӑтам шкулта Чӑваш чӗлхи эрнинче тӗрлӗ мероприяти иртнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче. Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа «Юратнӑ ӗҫӗм» тӗлпулу иртнӗ. Итакачкасси ялӗнчи Л.И. Смирнова тата С.А. Скворцова хӑйсен чун киленӗҫӗ пирки 5-8 класра вӗренекенсене каласа панӑ. Пултаруллӑ хӗрарӑмсем хӗресле те, бисерпа та тӗрлеҫҫӗ, крючокпа сӗтелҫи, тутӑр ҫыхаҫҫӗ, бисерпа пӑралукран илемлӗ чечек пуххисем ӑсталаҫҫӗ. Уявра ачасем ал ӗҫӗсен куравне хаваспах пахаланӑ, вӗсен маттурлӑхӗнчен тӗлӗннӗ, хӑнасене кӑсӑклӑ ыйтусем панӑ. «Чӑваш кино историйӗ» калаҫӑва Раҫҫей кино ҫулталӑкне халалланӑ. Шкул ачисем чӑваш кино историне туллин тишкернӗ. Презентаци пӑхнӑҫемӗн чӑваш киноне пуҫарса яракан ҫын — И.Я. Яковлевпа пӗр ялта ҫуралнӑ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ И.С. Максимов-Кошкинский, пӗрремӗш чӑваш актриси Тани Юн пулнине, пӗрремӗш чӑваш фильмӗсен ячӗсене пӗлнӗ, кино кадрӗсемпе паллашнӑ. «Тӑван чӗлхе, эс — вӗҫӗмсӗр тӗнче!» тата «Асамлӑх тӗнчинче» ӑмӑртусенче чӑваш халӑх историйӗпе, културипе, сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене 5 класс ачисем хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Манӑн чӗлхе — манӑн тӗнче, манӑн чун». Ҫак ятпа Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗнче чӑваш чӗлхи историйӗ ҫинчен каласа кӑтартакан урок ирттернӗ. Чӑваш чӗлхи, культури тата литератури эрнинче вулавӑшра ытти мероприяти те йӗркеленӗ-ха вулавӑшсем. В.Е. Маринова шкул ачисемпе ирттернӗ тӗлпулура тӑван тӑрӑх историйӗ, чӑваш чӗлхи тата литератури ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасене вулавӑш ӗҫченӗ авалхи йӑла-йӗркепе те паллаштарнӑ, халӑх юррисем, шутламаллисем пирки каласа кӑтартнӑ. Вулавӑшри урокра Иван Яковлевӑн «Михала» калавне те вуланӑ. Кайран Виктория Евграфовна ачасемпе «Сторона моя Чебоксарская» ятпа викторина ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |